Нарăс уйăхĕн 11 – мĕшĕнче Салабайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен“ 2016 çул – ĕç çыннин çулталăкне“ халалланă IY методика фестивалĕ иртрĕ. Хаклă та хисеплĕ хăнасене пĕтĕм ырă кăмăлтан кĕтсе илме тăрăшрăмăр. Ачасем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç класа мĕнле çĕнĕ вĕрентекенсем кĕрсе тăрасса, хăйсен урокĕсемпе тĕлĕнтерессе. Уçă уроксем 3 – 9 классенче иртрĕç. Пĕтĕмпе пурĕ 20 вĕрентекен урок пачĕ. Вĕсем çаксем: Петрова Н.А. «Педагогикăри пултарулăх», Московцева А.Ю.«Артист учитель», Чеменева Н.Н. «Çĕнтерме ăнтăлнишĕн», Пакурова М.Г. «Пултарулăх учитель», Бакланова Н.Н. «Анлă тавракурăмлă учитель», Ишова А.В. «Педагогикăри пултарулăх», Майков Е. А.« Педагогикăри пултарулăх», Шишкина А.Е. «Урока творчествăлла йĕркелекен учитель», Кузьмина Г.В.«Анлă тавракурăмлă учитель», Кузнецова Н.В. «Артист учитель», Васильева Л.М. «Педагогикăри пултарулăх», Гаврилова С. П. «Урока творчествăлла йĕркелекен учитель», Прокопьева С.Г. «Çĕнтерме ăнтăлнишĕн», Степанова Н.В. «Педагогикăри пултарулăх», Ефимова С.Ю. «Ăнтăлушăн», Александрова А.А. «Тĕпчевçĕ учитель», Иванова С.Ю. «Çĕнтерме ăнтăлнишĕн» номинацисене тивĕçрĕç. Чи пултаруллисем çак фестивальте Смирнова Г.А. III вырăн, Фомина И.А. II вырăн, Кудрявцева М.И. I вырăна тухрĕç. Урок пама суйласа илнĕ темăсем пурин те çав тери кăсăклă та интереслĕ. Эпĕ пиллĕкмĕш класра урок патăм. Урокра ачасем çав тери активлă ĕçлерĕç. Вĕрентекенсен ăс – тăн çивĕчлĕхĕ, пултарулăхĕ, уçă кăмăлĕ, тавракурăмĕ, анне панă чĕлхен вăрттăнлăхĕсене ăнкарни, пĕтĕм чун-чĕрепе тăван чĕлхен илемне пĕлме, туйма çунни кăмăла çĕклерĕ те, савăнтарчĕ те. Майков Евгений Александровичпа Ишова Альбина Валентиновна каланă тăрăх фестиваль вăйлă шайра иртрĕ. Çак фестивале хутшăнакансене пурне те пурнăçра çирĕп сывлăх, вăрăм кун – çул, ĕçре пысăк çитĕнÿсем, вăй – хăват, ăнăçу сунас килет. Пурне те пысăк тав.