Апашри вăтам шкул хатĕрленĕ страница

Пирĕн республика

Эпир пурăнакан тăван кĕтес – Чăваш Республики. Вăл Раççей Федерацийĕн шутне кĕрет, 1920 çулта йĕркеленнĕ.

Чăваш Ен Вăтам Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă. Тавралăх та илемлĕ кунта, шыв-шур та, улăх-çаран та, вăрман-та, уй-хир те тулăх. Республика лаптăкĕ пысăках мар – пĕтĕмпе те 18,3 пин тăваткал метр кăна – пĕтĕмпех çителĕклĕ.

Чăваш халăхĕн пĕр пайĕ ытти облаçсемпе республикăсенче пурăнать. Эпир вара хамăрăн тăван енре тĕрлĕ наци çыннисемпе питĕ туслă, килĕштерсе пурăнатпăр: вырăссемпе, тутарсемпе, мăкшăсемпе, çармăссемпе т.ыт.те.

Республикăмăрăн тĕп пуянлăхĕ – çынсенче. Унăн халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен пулнă, ĕçе вĕçне çитерме пĕлнĕ. Акă вĕсем, чăваш ятне çÿле çĕклекенсем: Петр Егоров архитектор (вăл Петербургри тĕнчипе паллă «çуллахи сад» авторĕ), Никита Бичурин ăсчах-востоковед, чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев, вилĕмсĕр Константин Иванов поэт («Нарспи» поэмăна çирĕм чĕлхепе куçарнă), Николай Ашмарин профессор (вун çичĕ томлă чăваш сăмахĕсен кĕнекин авторĕ), легендарлă Василий Чапаев, Андриян Николаев тата ытти паллă çын. Пирĕн республика çавăн пекех сахал мар спортсмена çитĕнтернĕ, çитĕнтерет те. Юрататпăр эпир Тăван çĕршыва!

НИКОЛАЙ БЕЛЯЕВ, 5 класс

Асаннеçĕм, асанне…

Манăн пĕртен-пĕр юратнă асанне пур. Ăна Зинаида Васильевна тесе чĕнеççĕ.

Кукамайпа кукаçине, асаттене эпĕ питех ас тумастăп, вĕсем тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал утмăл пиллĕк урлă каçнă асанне инçетри Казахстан Республикинче хĕрĕсемпе тата мăнукĕсемпе пурăнать. Асанне пирĕн пата час-часах килсе çÿреймест – çулĕ инçе. Çапах та эпир телефонпа, скайп урлă çыхăну тытатпăр. Асанне манăн сăпайлă, ырă кăмăллă, çепĕç сасăллă, шÿтлеме ăста.

Хăнана килсен вара çывăх çыннăмăр пире тутлă апат-çимĕçпе сăйлама юратать. Вăл нумай çул поварта ĕçленĕ. Тутлă тортсем, эклер пирожнăй, салатсем хатĕрлеме пĕлет. Асаннесĕр эпĕ питĕ тунсăхлатăп, альбомри сăн ÿкерчĕксене час-часах уçа-уçа пăхатăп.

МАРИЯ ПЕТРОВА, 5 КЛАСС

Мĕнле тутлă яшка пулчĕ!

Манăн асанне – Алевтина Николаевна Никитина. Вăл Шорчекасси ялĕнче пурăнать.

Асанне нумай çул ача садĕнче ĕçленĕ, кайран фермăра пĕчĕк пăрусене пăхнă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Асанне – çав тери ырă кăмăллă, лăпкă çын. Йывăр самантра вăл яланах пулăшать, лăплантарать. Пĕчĕк чухне вăл мана юмахсем вуласа паратчĕ, халĕ уроксем тума пулăшать. Апат пĕçерме те вĕрентет асанне! Мĕнле тутлă яшка пĕçеретпĕр!

Мĕн тери лайăх асаннепе! Эпĕ ăна юрататăп, упрама тăрăшатăп. Пысăклансан вара ытларах та пулăшăп!

Лина НИКИТИНА, 6 КЛАСС

Ятлă çынна ял савать

Çак ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне ăнланма мана анне хăйĕн мăнаккăшĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн мăнаккăшĕ – Анастасия Егоровна Чернова, ялти пек каласан Наççа аппа. Вăл мĕн пĕчĕкрен çăкăра упрама, çынна хисеплеме вĕреннĕ. Вăрçă хыççăн пурнăç питĕ йывăр килнине эпир пурте пĕлетпĕр. Наççа аппа ун чухне вун çиччĕре пулнă. Ашшĕпе аслă пиччĕшĕ вăрçăра пуçĕсене хунă. Çемьере чи асли мăнакка юлнă. Ялта арçынсем сахалран Наççа аппана колхоз председательне лартнă. Вăл питĕ йывăр, выçă вăхăтра та пуçне усман, хăйĕн колхозне ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Унăн хăйĕн ачисем пулман, вăл ялти 5 тăлăх ачана амăшĕ пек пăхса ÿстернĕ. Вĕсене ура çине тăратнă, вĕрентсе кăларнă. Манăн анне амăшĕсĕр тăрса юлсан Наççа аппа ăна та пăрахман. Вăл хăйĕн ырă сăмахĕсемпе тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă аннене. Ялта та пурте хисеплеççĕ ăна.

Аннен тăван ялне хăнана кайсан малтан эпир пурте Наççа аппа патне кĕретпĕр.

Саша Алексеев, 7 класс

Юратнă шкул

Пирĕн шкул илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Шкул тавра сип-симĕс чăрăшсем лараççĕ. Вĕсене В.И. Смородинов шкул директорĕ ертсе пынипе шкул ачисемпе учительсем 38 çул каялла лартса хăварнă. Çулталăкăн кашни вăхăтĕнче çак симĕс тумлă чăрăшсем шкула килме хавхалантараççĕ.

Пĕлÿ пухма 8 ялтан çÿреççĕ ачасем. Шкулăн 2 автобусĕ ир-каç ачасене турттарать. Вĕренекенсен хаваслă та уçă сассипе тулать юратнă шкул.

Ачасене пĕлÿ илме пулăшакансем – ырă кăмăллă вĕрентекенсем. Вĕсем яланах пулăшма хатĕр. Шкул ĕçне йĕркелесе, ертсе пыраканĕ вара – Ю.В. Смородинов. Шкулта вĕренме пĕтĕм майсене туса панă – классем таса та çутă, кашнинчех компьютер, çĕнĕ сĕтел-пукан. Библиотека та пур, столовăй, спортзалпа акт залĕ.

Уроксем хыççăн ачасем тĕрлĕ кружока çÿреççĕ, хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ.

Эпĕ хамăн тăван шкулăма питĕ юрататăп.

Анастасия Васькина, 6 класс

Кăмпара

Кĕркунне Кĕтерукпа кукамăшĕ кăмпана кайрĕç. Кулкаласа-калаçкаласа катана кĕчĕç. Кунта кăмпа! Кукамăшĕ Кĕтерука калать: «Ку – кăрăç». Кăрăçа касса Кĕтерук карçинккана кумтарчĕ. Карта кăмписене кукамăшĕ кунтăка купаларĕ.

«Ку кăмпана кăпшанкă кăшланă», – каларĕ кукамăшĕ. Кайран киле кайрĕç. Каçхине кухньăра кăмпа куклипе киленчĕç.

Валя ОВЧИННИКОВА, 7 класс

Хура кĕркунне

Ылтăн кĕркунне хыççăн кăшт вăхăт иртсенех хура кĕркунне пуçланать. Çулçă шавласа тăкăнса пĕтнĕрен вăрман пушанса юлнăн туйăнать. Унта кичем те шăп. Ăвăссемпе хурăнсен çулçисем хĕрлĕ çулăм пек курăнмаççĕ ĕнтĕ, çулçă хĕлхемĕсене çил вĕçтерсе кайнă, тĕлкĕшекен кăвара çумăр сÿнтернĕ. Пур çĕрте те тĕксĕм, кĕл сапса тухнă тейĕн. Тĕксĕм тÿпе, тĕссĕр вăрман, хура çĕр…

Мĕн тери кичемлĕх! Анчах ку çиелтен пăхма çеç çакăн пек иккен…

Мана хура кĕркунне çав тери килĕшет. Çав вăхăт лăпкăлăх, канăçлăх парнелет. Вĕтĕртетсе çăвакан çумăр айĕнче те çÿреме аван. Чÿрече умĕнче ларнă чух манăн ырă шухăшсем çуралаççĕ.

Кĕрхи кунсем васкамасăр шăваççĕ…

Екатерина Кузьмина, 7 класс

Кĕрхи кунсем

Илемлĕ кĕр хитрен саратнă

Çулçăсене, курăксене.

Пуçтарнă вăл кайăксене,

Васкатнă чĕрĕ чунсене.

Пĕр çулçă ÿкрĕ ал çине

Ун хыççăн – ыттисем.

Мĕнле илемлĕ!
Мĕн тери аван!

Эп хитререх
çанталăка курман!

Аля Прокопьева, 5 класс

 

 

 http://tavan-en.ru