Зоя Космодемьянская – тăхăрвуннăра

Ун ятне пĕлмен-илтмен çын çук та пуль çĕр-шывăмăрта. Пирĕн асăмăрта вăл çап-çамрăк хĕр ача пек юлнă, халĕ те çапла юлать. Мускав хĕрĕ Тăван çĕр-шыв çине тăшмансем тапăнса кĕрсен пурнăçне хĕрхенмесĕр хăюллăн çапăçнă. Ун пирки чылай халăх çыравçисем тĕрлĕ хайлавсем çырнă. Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэмине аса илсе пуçларĕç чăваш литература урокне Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 8-мĕш классем. Таня сăнарĕ пире Тăван çĕршыва ытларах юратма, çирĕп чунлă, хăюллă пулма вĕрентет.