Çĕнĕлле пурăнма вĕрентнĕ

                              Çĕнĕлле пурăнма вĕрентнĕ.

10. 09. 2013. Литература ĕçне иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче кÿлĕннĕ Хумма Çеменĕ çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Пултарулăх лаççине Семён Фомич Фомин лирикăлла сăвăсенчен пуçланă пулин те, эпир ăна  ытларах прозаик пек пĕлетпĕр. 1922-мĕш çулта вăл «Выçлăх çулĕсем» ятлă повеçĕнче çĕнĕ пурнăçăпа хавхаланнине, малалла шанчăкпа пурăнмаллине ĕнентерсе çырнă.                          

Паянхи шкул ачисем 10-мĕш класра Хумма Çеменĕн «Станцăра» хайлавне вуласа тишкереççĕ. Хайлав стилĕн хăйне евĕрлĕхĕ, сюжечĕн контексчĕ, повеçĕн психологизмĕ паянхи вулакана та кăсăклă. «Ĕçлесен, тăрăшсан чĕрĕ пуç вилмест. Эпир нихçан та çынна макăртман, çын ĕçĕпе пурăнман, хамăрăннипех пурăннă»-, тенĕ Хумма Çеменĕ. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕн паянхи кун çивĕчлĕхне те тишкерчĕç Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 10-мĕшсем Николаева А.М. ирттнрекен литература урокĕнче.