А.С.Пушкин - Шупашкарта

А. С. Пушкин- Шупашкарта

      Шăп 180 çул каялла вырăс халăхĕн чаплă поэчĕ, пултаруллă генийĕ А.С. Пушкин çыравçă Шупашкара çитнĕ. Вăл кунта 1833 çулта авăнăн 4, 5-мĕшĕсенче пулнă. Паллă ĕнтĕ, Александр Сергеевич чăвашăн мухтавлă ывăлĕпе, Н. Я. Бичуринпа туслă пулнă. Чăваш историне кĕрсе юлнă çак кăсăклă самантсем çинчен калаçрĕç Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен ачасем чăваш литература урокĕнче. Николаева А. М. вĕрентекен çамрăк ăрăва тăван халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ унăн чĕлхипе культури, йăли-йĕрки пулнине аса илтерсе хăварчĕ, халăхсен туслăхĕн пĕлтерĕшĕ пирки палăртрĕ.  Ачасем А. С. Пушкинпа Н. Я. Бичурин кун-çулĕсене аса илчĕç, килте «Евгений Онегин» роман сыпăкне чăвашла куçарма палăртрĕç.