Асăрханăр: террористсем!

                            Асăрханăр: террористсем!

     Класс сехечĕ вăхăтĕнче Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 6-мĕш класри пĕр вĕренекен коридорта иккĕленÿллĕ пакет асăрханă. Патнерех пырсан  шалта сехет механизмĕ пулни паллă пулнă. Шкул ачи тăхтамасăр Николаева А.М. класс ертÿçине пĕлтернĕ. Ачасемпе вĕрентекен пĕр тăхтамасăр- шкул администрацине. Тĕпченĕ тăрăх çакă паллă: шкула палламан  арçын документне кăтартмасăрах кĕнĕ. Аллинчи  пакетне уçса кăтартма хирĕçленĕ. Вăл пакета коридора лартса хăварнă. Тимлĕ вĕренекен çакна асăрханă…

Телее, ку вăйă евĕрлĕ вĕренÿ çеç. 2004 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче Бесланта хăрушă инкек пулнă- террористсем шкула тыткăна илнĕ. 3 кун хушши пынă çак синкер. Паян вĕсене асăнмалли кун. Çакăн пек инкек, хурлăх ан пулччăр терĕç те ĕнтĕ улттăмĕшсем. Ачасем инекрен мĕнле пăрăнмаллине, пĕр-пĕрне пулăшмаллине, пурнăçра сыхă та тимлĕ пулмаллине аса илчĕç, презентаципе паллашрĕç. Класс сехетне шăплăх саманчĕпе вĕçлерĕç.