М.Д. Трубина-125 çулта
Ачасен юратнă çыравçи, чăвашсен сумлă прозаикĕ, чи пирвайхи хĕрарăм çыравçăсенчен пĕри- М.Д. Трубина вĕренекенсен тĕп уявĕ, Пĕлÿ кунĕ тĕлĕнче çуралнă. Вăл 125 çул каялла авăнăн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 8- мĕш класс ачисем чăваш литература урокне Трубина Мархвин пурнăçĕпе пултарулăхне аса илнинчен пуçларĕç. Ачасем «Шĕшкĕ», «Ача чухнехи», «Малалла», «Пасар кунĕ», «Хăнаран» хайлавсене аса илчĕç. Çыравçă-педагог пултарулăхĕ чăваш литературин анинче сумлă вырăн йышăннине те палăртрĕç вĕренекесем.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Николаева А. М. паянхи шкул ачисене И.Я. Яковлев вĕренекенĕсем пек пулма сунчĕ.