Шкула, ачасем, шкула!
Пысăк кăмăлпа, хавхаланупа, илемлĕ чечек çыххисемпе килчĕç Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекесем Пĕлÿ çуртне авăнăн пĕрремĕшĕнче. Классем хăтлă, илемлĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем кĕске вăхăтра чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттерчĕç. Класра кашни ачан ашшĕ-амăшĕ юсав ĕçĕсене хутшаннăшăн класс ертÿçи, чăваш чĕлхипе литература учителĕ Николаева А.М. класри ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче тав сăмахĕ каларĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе, туссем!