Çулсеренех çул-йĕр çинче автотранспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă инкексенче нумай-нумай çын пурнăçĕ татăлать, статистика тăрăх вилекенсенчен кашни вуннăмăшĕ - ача. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех хамăрăн ачасене çул, транспорт çинчи, урамри хăрушсăрлăхпа çул-йĕр правилисене вĕрентмелле. Ача сачĕ çыннăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш вĕрентÿ учрежденийĕ пулнă май, çак çулсенченех çул-йĕр правилисене вĕрентес тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисем яланах актуаллă.
Районти вĕрентÿ управленийĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнчен ача сачĕсем хушшинче «Светофорик» конкурсĕ пуçланчĕ. Конкурс тĕллевĕ: ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентесси, педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсен яваплăхне ÿстересси.
Эпир те, Шорчекассинчи «Шур акăш» ача-пăча садĕнчи педагогĕсем, çак конкурсра хутшăнас терĕмĕр. Пурлăх базине пуянлатассипе тăрăшса ĕçлерĕмĕр: методика литературине, периодика кăларăмĕсене, ÿкерчĕклĕ кăтарту хатĕрĕсене, схемăсене, çул-йĕр паллисен ÿкерчĕкĕсене, çул-йĕр правилисене вĕренмелли сĕтел çи вăййисене хатĕрлерĕмĕр. Садик территорийĕнче «зебра» паллисене çĕнетрĕмĕр. Ачасем ăсталанă япаласен куравне йĕркелерĕмĕр.
Кăçалтан çул-йĕр правилисен пÿлĕмне хута ятăмăр. Кунта пирĕн: ÿкерчĕклĕ кăтарту хатĕрĕсем, схемăсем, çул-йĕр паллисен ÿкерчĕкĕсем, çул-йĕр правилисене вĕренмелли сĕтел çи вăййисем. Çак пÿлĕме эпир çулсерен анлăлатма, пуянлатма ĕмĕтленетпĕр.
Паян, çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче, пирĕн пата вĕрентÿ управленийĕн ятарлă комиссии пырса çитрĕ. Вĕсем те пирĕн ĕçпе кăмăллă пуласса шанас килет.