Поэта сума суса

Çут тĕнче чечекленсе ешернĕ чух 123 çул каялла Пушкăрт  çĕрĕнчи Слакпуç ялĕнче  нихçан сÿнми çутă çăлтăр ялкăшма пуçланă. Ячĕ унăн— Константин Васильевич Иванов. Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекенсем поэта халалласа «Эс çутă çăлтăр яланах» темăпа урок ирттерчĕç. Вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ  тĕрлĕ енлĕ талантлă пулнине, унăн ăсталăхĕ, пултарулăхĕ паянхи çамрăксешĕн те çав тери кăсăк пулнине палăртса хăварчĕç. Урокра К.В. Иванов ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан  презентацие те сÿтсе яврĕç. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Николаева А.М. ачасене поэт хайлавĕсене тепĕр хут аса илтерчĕ.