Вĕренÿ çулне пĕтĕмлетсе

Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-мĕш класра вĕренекенсем 2012-2013 вĕренÿ çулне тишкерсе пĕтĕмлетÿсем турĕç. Ачасем 35 эрнере пĕтĕмпе 13 предмет вĕренчĕç. Кашни вĕренекен çак вĕренÿ çулĕнче  ытларах пĕлме тăрăшни çинчен каларĕ.  Çуллахи каникул вăхăтĕнче  ачасем илемлĕ литература вулама палăртрĕç. Çитес вĕренÿ çулĕнче тата тăрăшуллăрах, хастартарах пулма шантарчĕç. Николаева А.М. класс ертÿçи каникул вăхăтĕнчи хăрушсăрлăх правилисене тепĕр хут аса илтерчĕ. Вĕренекенсене  юхан шыв хĕрринче, çул çинче уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ, вут-çулăмран çуллахи шăрăх кунсенче  уйрăмах асăрхануллă пулмаллине  те палăртса хăварчĕ.