Талантлă прозаик –çитмĕлте

Чăвашсен паллă прозаикĕ, литература анинче çитмĕлмĕш çулсен варринче палăрма пуçланă  Иван Егоров, çак уйăхра 70 çтултарчĕ.  Унăн «Лайăх ача», «Виçĕ чарлан», «Инçет кăваклăх», «Ашшĕпе ывăлĕ», «Шур перчетке», «Куç çути», «Усал хыпар», «Хурал пÿрчĕ», «Çут тĕнче», «Намереваюсь жить», «Тĕтреллĕ Лондон», «Юлашки юрă» кĕнекисем тĕрлĕ çулсенче пичетленсе тухнă. Вулакансем çыравçăн ырă кулăшне, лиризмне хапăлласах йышăнаççĕ. Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти  9-мĕш класс ачисем те Иван Павлович Егоров пултарулăхĕпе хаваспах паллашрĕç, талантлă писатель хайлавĕсене  каникулта вулама палăртрĕç.