Мĕн вăл буриме, акросăвă?

Çак ыйтун хуравне пĕлес тесен Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-мĕш класс ачисенчен ыйтмалла. Шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Николаева А.М. « Ачасене тăван чĕлхепе сăвă çырма хăнăхтарасси» проблемăпа ĕçленĕ май сăвă çырмалли тĕрлĕ мелпе паллаштарать. Пушă вăхăтра, уроксем хыççăн пиллĕкмĕшсем  хаваспах хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Пирвайхи сăввисене вĕсем класри юлташĕсем умĕнче вуласа параççĕ, хак параççĕ. Çакă ачасене тăван чĕлхене юратма, унăн пĕлтерĕшĕн хакне ÿстерме, илемлĕ пуплеве аталантарма пулăшать.