Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Ачасем хаваспах çуллахи ăшă, хаваслă, хĕрÿ кунсене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Чечеклĕ улăх-çаран, ешĕл вăрман, шăнкăр-шăнкăр уçă саслă юхан шыв, куç кĕски пек тăрă кÿлĕсем илĕртсех тăраççĕ ачасене. Çуллахи кунсенче инкек-синкексенчен пăрăнас тесе, сывлăха тата пурнăçа упраса хăварас тĕллевпе Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паакан вăтам шкулти 5-мĕш класс ертÿçи Николаева А.М. «Çуллахи каникулта тимлĕхе çухатас мар» темăпа калаçу-диспут ирттерчĕ. Ачасем шыва кĕнĕ чухне уйрăмах тимлĕ, асăрхануллă пулмаллине палăртса хăварчĕç.