Пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ Чăрăшассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ăс пухакансем. Куллен район тата республикăра тухса тăракан хаçат-журнал материалĕсемпе паллашсах тăраççĕ, хăйсем те çамрăк корреспондентсем пулса хыпарсем шăрçалаççĕ. Акă, «Тантăш» хаçатăн иртнĕ номерĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Артём Матвеев вăрçă паттăрĕсене мухтаса, вĕсене сума суса, хăйĕн мăн кукамăшĕ Краснова Февронья Корниловна çинчен «Вĕсем асран тухмаççĕ» статьяра питĕ ĕненмелле, чуна пырса тивмелле çырса кăтартнă. Артёмăн хайлавĕ ыттисене те калем çивĕчлĕхне тĕрĕслеме хавхалантарать.