Çутă уяв ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Хаклăран та хаклă ашшĕ-амăшĕ!

Cире савăнăçлăран та савăнăçлă уявпала - Христос чĕрĕлнĕ кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.

Çак çутă уяв çынсене чăн-чăн савăнăç парнелет, ăс-хакăл пуянлăхĕ пирки тепĕр хут шутлама хистет, кашни çемьене телей кỹрес енĕпе тăвакан пархатарлă ĕçре ăнăçу тумашкăн шанчăк парать. Ырлăхпа тĕрĕслĕх, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшни, юратупа тỹсĕмлĕх çынсен хутшăнăвĕнче яланах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сире пурне те çирĕп сывлăх, пурнăçра тăнăçлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.