"Çăлтăрчăк" вăйă - конкурс

«…Чĕлхе - халăх мулĕ,

             пуянлăхĕ,

                   унăн вăйĕ,

                        унăн культури»

                            Илпек Микулайĕ, чăваш халăх писателĕ.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев  çуралнăранпа 165 çул çитнине палăртса  4 –мĕш класра "Çăлтăрчăк"  вăйă – конкурс иртрĕ. Чи малтанах ачасем И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашрĕç. Унтан конкурсăн тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине  хуравларĕç. "Çăлтăрчăк"  вăйă – конкурсра  чи пултаруллисен шутĕнче Валя Овчинникова  тата Таня Константинова пулчĕç. Çак вăйăра  ачасем Чăваш ен  çинчен тата ытларах пĕлчĕç, чăваш чĕлхи  пуян  чĕлхе пулнине курчĕç.