Паян пирĕн патра хăнара Шемшерти пултаруллă ал ẽç ăстийẽ

 

Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Паян пирĕн патра хăнара Шемшерти пултаруллă ал ẽç ăстийẽ - Калиса Михайловна Павлова. Калиса Михайловна ачасене хăй аллипе ăсталанă илемлẽ тẽрẽсемпе паллаштарчẽ. Хăшẽсене хẽресле тẽрленẽ, хăшẽсене – авалхи чăваш эрешẽпе. К.Павлова чăваш эрешẽ çинчен шăпăрлансене туллин каласа пачĕ, вẽсене интереслентерекен ыйтусене хуравларĕ, тẽрлеме те вẽрентрẽ.

Паянхи тẽл-пулу пурин кăмăлне те кайрĕ. Çак тẽл-пулу ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхех асра юласса шанас килет.

Сăмах май каласан, Калиса Михайловна ẽмẽрẽпех учительницăра вăй хунă, кẽçẽн классене вẽрентнẽ. Паянхи куна ялти, районти обществăлла ẽçе хастар хутшăнать, Шорчекассинчи «Çеçпẽл» фольклор ушкăнне юрлама çÿрет.