Кашни патшалăхăн хăйĕн символĕсем пур. Вĕсен шутне герб, ялав, гимн кĕреççĕ. Çак символсем патшалăх суверенитетне палăртаççĕ, унăн элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ, унăн эмблеми пулса тăраççĕ.
Шорчекассинчи «Шур акăш» ача-пăча садẽнче Е.Я.Никитина, воспитатель, ачасемпе «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» темăпа калаçу ирттерчĕ. Патшалăх ялавĕ икĕ пайран тăнине, кашни тẽсẽ мẽне пẽлтернине ăнлантарчẽ воспитатель.
«Ялав варрине «пурнăç йывăçне» вырнаçтарнă, тата виçĕ хĕвел ÿкернĕ. Ялавăн тĕсĕсем сарă тата хĕрлĕ, чăвашăн йăлана кĕнĕ тĕссем шутланаççĕ. Чăваш гербĕ татах çак тĕссенчен çирĕпленсе тăрать. Сарă, хĕрлĕ, хура. Сарă – чи илемлĕ тĕс, илемлĕхе, ырлăха пĕлтерет. Хĕрлĕ – хăватлăх, паттăрлăх, тивĕçлĕх, вăйа – пĕлтерет. Герб çине щит ÿкернĕ. Щит пĕлтерешĕ – чăваш халăхĕ хăйĕн патшалăхне çĕнсе илессишĕн кĕрешсе пуç хунисене сăнарлать. Щит тăрринче виçĕ хĕвел: пур, пулнă, пулатпăр. Щит аялти пайĕ тĕпĕнчен лентăпа витĕннĕ. Лента вĕçĕнче хăмла сапаки тата çулçи, - тесе ǎнлантарчě Елена Яковлевна.
Унтан ачасем Чăваш Республикин Патшалăх гимне итлерĕç, астуса юлма тăрăшрẽç.