Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013

 

И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттерчĕç Вăл. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант текстне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ.

Апашри шкул ачисемпе вĕрентекенсем те диктант çырас ĕçе хастар хутшăнчĕç.