И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ май

    

     Кăçал ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев  çуралнăранпа 165 çул çитет. Иван Яковлевич туса хăварнă ĕçсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Унăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашни ачасен тавракурăмне чылай ӳстерĕ.

     Чăваш чĕлхипе литература эрни «И.Я. Яковлев  ̶  пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр» ятлă кĕнекесен куравне йĕркеленинчен пуçланчĕ. Ачасене паллашма сĕннĕ кĕнекесем И.Я. Яковлев  çинчен нумай интересли пĕлме пулăшĕç.

   10 класра вĕренекенсем «И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ май» стена хаçачĕ кăларчĕç.