«Чăваш чĕлхи – ăс-тăн чечекĕ», - тенĕ Г. Н. Волков.
Шорчекассинчи «Шур акăш» ача-пăча садẽнче Чăваш чĕлхин эрнийẽ пуçланчẽ. Эрнен тẽллевẽ: шкул çулне çитмен ачасене чăваш чĕлхипе калаçма хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма пулăшасси.
Чǎваш эрни тĕрлĕ чǎваш вǎййисенчен пуçланчĕ. Мĕн тĕрлĕ вǎйǎ вылямарĕç-ши ачасем. Уйрǎмах «Ларать Ванюк», «Симĕс вĕлтрен», «Улмуççи, улмуççи» вǎйǎсене ачасем савǎнсах вылярĕç.
Унтан Е.Я.Никитина, воспитатель, ачасене чăваш халăх кун-çулĕпе пуласлăхĕ, юрри-кĕввипе йăли-йĕрки пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Ачасем воспитатель каланине тимлĕн итлерĕç, кашни сăмахнех ăша хывни курăнчĕ.