Тăван чĕлхе кунĕ тĕлне

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ –Чăваш чĕлхи кунĕ. Çитес  уява кăçал çирĕм пĕрремĕш хут паллă тăвать чăваш халăхĕ. Мĕн пур  чăваш халăхĕпе пĕрле  Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ăс пухакансем те черетлĕ уява ирттерме хатĕрленеççĕ. Тăван чĕлхемĕр атте-анне пекех пĕртен пĕрре, чи хакли , чи çывăххи пулнине, ăна упрамаллине, унпа мухтанмаллине  аван чухлаççĕ кунта вĕренекенсем. Çитес эрнене пĕтĕмĕшле  чăваш чĕлхипе  литературине, ÿнерне, халăхăмăрăн мухтавлă ывăлне—И.Я. Яковлева халаллама палăртнă.